Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Дарья Адюкова усал шыҫӑпа чирлет. Хӗр Шупашкарти пульницӑра сипленнӗ. Халӗ вӑл Германие тӗрӗсленме кайнӑ.
Дарья валли укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Ку ӑна сипленмешкӗн кирлӗ. Германири пӗр клиника чӑваш хӗрне пулӑшма шантарнӑ.
Тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Дашӑпа амӑшӗ Германири Фрайбург хулине ҫитнӗ. Унта ӑна профессор тӗрӗслеме тытӑннӑ.
Дарьйӑн виҫӗ самолетпа вӗҫме тивнӗ. Йывӑр пулсан та чӑтнӑ вӑл. Амӑшӗ Татьяна халӗ клиника ҫумӗнчи отельте пурӑнать. Специалистсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн укҫа мӗн чухлӗ кирлине палӑртӗҫ.
Дарьйӑна пурте пулӑшма пултараҫҫӗ. Унӑн реквизичӗсем:
Сбербанк: 4276 7500 1344 7544
Тинькофф банк: 5213 2437 3552 0007
Авангард: 5222 2383 2375 5816
Яндекс.кошелек: 410013857398238
Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул проектне пӗтӗмлетмелли мероприяти йӗркеленӗ. Унта Муркаш районӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ.
Аса илтерер, «Пӗр районӑн юмахӗ» проекта кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫынсем ҫулҫӳрев карттинче кӑтартнӑ ятарлӑ вырӑнсем тӑрӑх канса та савӑнса ҫӳреме пултарчӗҫ ҫав вӑхӑтра.
Уйрӑмах хастаррисем мӗнпур уява ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Елки иртнине, ӑна влаҫрисем «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панине эпир пӗлтернӗччӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 12 200 ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленӗ. Вӗсенчен 3560-шӗ — ачасем.
Ҫак тапхӑрта сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Ку вирус 110 ҫынна ернӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне кунашкаллисен хисепӗ 52 тӗслӗхпе танлашнӑ.
Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, республикӑра ОРВИпе тата сысна грипӗпе чирлесси 33,3 процент ӳснӗ. Ытларах Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Тӑвай районӗ те вӗсенчен юлмасть.
Чӑваш Енри ултӑ шкула карантина хупнӑ. Ҫавӑн пекех 24 шкулти 77 класа вӑхӑтлӑха хупнӑ. Пӗтӗмпе 4684 ача уроксене ҫӳремест. Пӗр ача пахчи — карантинра. Ҫавӑн пекех вӗсенчи хӑш-пӗр ушкӑна хупнӑ. Хальлӗхе 649 ача килте ларать.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра Чӗмпӗр облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Аварире Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вилнӗ: 39 ҫулти хӗрарӑм тата 6-ри хӗрача.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Hyundai Sonata урапа руле итлеттереймен, ҫул хӗррине тухса кайнӑ. Унтан вӑл Ford Focus урапапа пырса ҫапӑннӑ. Унта вара Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем иномаркӑран 6-ри хӗрачан тата 39 ҫулти хӗрарӑмӑн кӗлеткине кӑларнӑ. Вӗсем вӑйлӑ суранланнӑ, пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама чарӑннӑ.
Водителе тата икӗ пассажира, аманнӑскерсене, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче ача ҫуратнӑ хӗрарӑмпа ачине кӗтсе илнӗ чухне тӑванӗсене сӑн ӳкерттерме юрамасть теҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, хӑйсен фотоаппарачӗпе усӑ курма юрамасть-мӗн, мӗншӗн тесен унта фотограф ӗҫлет имӗш.
Наталия Семенова «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, аппӑшне ачипе кӗтсе илнӗ чухне оператор вӗсене пепкене кипкепе чӗркенӗ пӳлӗме кӗртмен, фотоаппаратпа ӳкерме чарнӑ.
Лешӗ укҫалла ӳкерет-мӗн. Кусен хӑйсен профессионал фотоаппарат пулнӑ, ҫавӑнпа хирӗҫленӗ. Оператор вӗсене пур пӗрех кӗртмен.
Медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов оператор тӗрӗс мар хӑтланнине каланӑ. Унта операторсем чӑнах та ӗҫлеҫҫӗ. Анчах вӗсен ун пек хӑтланма юраманнине каланӑ тухтӑр.
Кун пек чухне ача ҫураттармалли ҫуртӑн заведующийӗ патне каймалла тесе пӗлтернӗ Алексей Кизилов.
Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ.
Премьер-министрпа иртнӗ тӗлпулура редакцири ыйтусене ҫӗкленӗ: ҫырӑнтару, хаксем, шалу… «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов «Хыпара» ытларах ялсенче вуланине, кӑларӑмсене унта ҫитермешкӗн почта хака хӑпартнине, ҫавна май редакцие укҫа сахал кӗнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫченсене укҫан хавхалантармашкӑн май сахаллине каланӑ вӑл.
Иван Моторин кӑларӑмсене ялсенче кӑна мар, хулара та ытларах ҫырӑнтарма сӗннӗ. Издательство ҫурчӗн, коммерци организацийӗ пулнӑ май, кирлӗ-кирлӗ мар расхутсене хӑйӗн оптимизацилемеллине те палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех грант конкурсӗсене хутшӑнма каланӑ. Министр вара кӑларӑмсене салатмалли урӑх майсем тупма, ку енӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатран тӗслӗх илме сӗннӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменӗнче хоккейла вылянӑ хыҫҫӑн Герман Шашурин вилнӗ.
Халӗ, следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Герман Львовича ытларикун, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, пытарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хоккеист миокард инфарктне пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Пурӑннӑ пулсан Герман Шашурин кӗҫӗх, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 47 ҫул тултарӗччӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, ирхине Хаваровск крайӗнчи ҫар чаҫӗнче пирӗн чӑваш салтакӗ сарамсӑр вилнӗ. Фургонра сакӑр салтак пулнӑ. Пӗри хӑвӑрт ҫунакан шӗвекпе усӑ курса кӑмака хутма тӑнӑ. Фургон ҫунма тытӑннӑ.
Салтаксем ҫӑлӑннӑ. Анчах кӗтесре ҫывӑракан каччӑ тухайман. Вӑл шӑпах пирӗн ентеш пулнӑ. Павел Вязов — Ҫӗнӗ Шупашкарта каччи.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне кун пирки нарӑсӑн 1-мӗшӗнче 23 сехетре пӗлтернӗ. Ун чухне Хабаровск крайӗнче ир пулнӑ. Ҫар комиссариачӗ каланӑ тӑрӑх, ҫичӗ салтак ҫӑлӑннӑ, пирӗнни ҫеҫ тухайман…
Салтак ӳтне Чӑваш Ене хӑҫан илсе килесси паллӑ мар-ха. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулӗ – 2016» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслава ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов хутшӑннӑ .
А. Иванов министр «Грани» издательство ҫурчӗн «Школа-пресс» проекчӗ ытти редакцисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, шкулсем кӑларса тӑракан хаҫатсен хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалхине федерацин Атӑлҫи округӗнчи 10 регионтан 200 шкул хаҫачӗ тӑратнӑ. «Шкул хаҫачӗсене кӑларса тата конкурса хутшӑнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку питӗ ырӑ тӗслӗх. Вӗсем журналистика тата филологи факультечӗсен студенчӗсем пулӗҫ. Журналистика анинче пӗрремӗш утӑмсене тунӑ ӗнтӗ, — цитатӑлать Александр Иванов сӑмахӗсене «Хыпар» хаҫат.
Конкурс тӳрисен шучӗпе «Хула шкулӗнчи чи лайӑх хаҫата» Шупашкарти 61-мӗш шкулта тата Волгоградри 8-мӗш лицейре кӑлараҫҫӗ. «Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацире Тӑвай шкулӗнчи ҫамрӑк журналистсем ҫӗнтернӗ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 11 сехетре ҫӗнӗ шупашкарсем Мухтав аллейине митинга пухӑнӗҫ. Унта Сталининград патӗнчи ҫапӑҫура ҫӗнтернине асӑнӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче унти ҫапӑҫу тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулнине историрен эпир аван пӗлетпӗр. 200 куна пулнӑ ҫапӑҫу — 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 1943 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Унти ҫапӑҫу хыҫҫӑн пирӗн ҫарсем хӳтӗленессинчен тӑшмана хӑваласа пырасси енне куҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта Сталининградри ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ пӗр ҫын кӑна пурӑнать. Вӑл — Михаил Степанович Чекменев.
Ыранхи митинга хулари тӳре-шара, яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан тӗрлӗ ҫын хутшӑнмалла, ҫапӑҫу паттӑрӗсене ӑшшӑн аса илсе сӑмах тухса каламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |